Чӑваш чӗлхи эрнине пысӑк хастарлӑхпа уявларӗҫ

Элпуҫӗнчи вӑтам шкулта чӑваш чӗлхи эрнине пысӑк хастарлӑхпа уявларӗҫ. Ҫавна май классенче кӑсӑклӑ мероприятисем сахал мар иртрӗҫ. Кашни класра вӗренекенсем «И.Я.Яковлев – халӑха ҫутта кӑларакан» темӑпа калаҫусем ирттерчӗҫ. Шкул библиотекинче Мавеева А.Г. «Ӗҫлӗ ҫын – телейлӗ ҫын» темӑпа кӗнеке выставки йӗркелерӗ.

       Ҫавӑн пекех шкулта «Чӑваш ҫӗршывӗ – ылтӑн ҫӗр» ӳкерчӗксен конкурсӗ иртрӗ. Кӗҫӗн класра вӗренекенсем чӑвашла мультфильмсем курчӗҫ, ӳкерчӗксем турӗҫ.

Уроксем хушшинчи тӑхтавсенче ачасем  чӑваш халӑх вӑййисене вылярӗҫ.  7-9 класри ачасем «Пӗтӗм чӑваш диктантне» хастар хутшӑнчӗҫ.  Аслӑ классенче вӗренекенсем «Аслӑ вӗрентекен» викторинӑра «Тӗлӗнтермӗш уҫланкӑ» вӑйӑра пӗр-пӗринпе тупӑшса ӑмӑртрӗҫ.

        Ака уйӑхӗн 25 – мӗшӗнче 4,6,7 класра вӗренекенсем литературӑпа музыка композицийӗ йӗркелерӗҫ: чылай сӑвӑ-юрӑ янратрӗҫ, ташӑпа савӑнтарчӗҫ.

    Чӑваш чӗлхи эрни пирӗн шкулта пуриншӗн те усӑллӑ та тухӑҫлӑ иртрӗ.