Чăваш Енре Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккине тăвакансен çулталăкĕ вĕçленсе пырать.
Элпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулта та çак çула халалласа уçă уроксем, паттăрлăх сехечĕсем, куравсем иртрĕç.
9 - мĕш класра «Тылри паттăрлăха манмастпăр» ятлă урок иртрĕ. Ачасем «Тăшман ури кунта ан пустăр» чăвашла фильм пăхрĕç. Фильма «Чăвашкино» студи ӱкернĕ. Унăн сценари авторĕ тата режиссерĕ Алексей Енейкин журналист. Фильм никĕсĕнче ветерансем каласа панă чăнлăх. Ачасем Сăрпа Хусан чиккине тăвакансен кун - çулĕ мĕнле нушаллă пулнине пĕлчĕç. Шартлама сивĕре мĕнле ĕçленĕ-ха вĕсем? Пурте Ҫĕнтерӱ кунĕ çитессе шаннă.
Фильмра Шупашкарти тĕрлĕ театрти артистсем вылянă. Артистсен окоп чавма тивнĕ. 30 градус сивĕре те ӳкерĕнне. Ку фильма халĕ тĕрлĕ çĕр-шывра кăтартаççĕ.
Вĕренекенсем паттăрсене яланах асра тытмалли, вăрçă тата тыл ветеранĕсене, аслă çынсене хисеплемелли, яланах пулăшмалли çинчен аса илсе çирĕплетсе хăварчĕç.
Юлашкинчен ачасем тек нихăçан та этемлĕхшĕн вăрçăллă, çухатуллă, йывăр кунсем ан пулччăр тесе пĕтĕмлетрĕç.