Мĕнле хитре чăваш тĕрри

Мĕнле хитре чăваш тĕрри



 

Мĕнле хитре чăваш тĕрри,

Ун курăнмастъ вĕçĕ-хĕрри.

Унта асамлă çăлкуçсем,

Илемлĕ çутă çăлтăрсем.

Ваçлей Давыдов-Анатри

 

Чăваш тĕрри – халăхăн иксĕлми пуянлăхĕ. Тĕрĕре – чăваш халăхĕн тĕнче курăмĕ, пурнăçĕ, историйĕ. Чăваш тĕррине сыхласа хăварас тесе, çитĕнекен ăрăва тăван культура патне туртăнма тĕрлĕ майсем туса парас тесе, ăстасен пĕлĕвне халăхра сарас тесе Чăваш Республикинче пĕлтĕртенпе чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче чăваш тĕррин кунне уявлаççĕ.

Эпир, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсем, ачасене уроксенче тата класс сехечĕсенче чăваш тĕррисемпе паллаштаратпăр, тĕрлĕ куравсем хатĕрлетпĕр. Районта, республикăра йĕркеленĕ конурссене те хутшăнма тăрăшатпăр.