Çак кунсенче Элпуçĕнчи иккĕмĕшпе виççĕмĕш класс ачисене класс ертÿçисем Константиновапа С.Ф. Ильина Н.А. Тăвай краеведени музейне илсе килчĕç. Музей заведующийĕ Федоров В.В. ачасене ăшшăн та тараватлăн кĕтсе илчĕ. Вăл пĕчĕкскерсене залсем тăрăх илсе çÿресе хамăр район историпе паллаштарчĕ. Ачасем питĕ тимлĕ итлерĕç, ыйтусем те пачĕç. Вĕсем мамонт шăммисем, хура пÿрт, ача урапи, самолётсен макечĕсемпе уйрăмах кăсăкланчĕç. Йывăçран тунă ĕç хатĕрĕсем, алăпа çавăрса авăртмалли тырă арманĕ умĕнче чылайччен тăчĕç.
Выставка залĕнче Альфонс А.Е. художник çырнă картинисем тыткăнларĕç арçын ачасемпе хĕр ачасене. Картинăсене питĕ килĕштерсе пăхрĕç.
Шкул ачисем хамăр ентешсем Николай Афанасьев, Семен Коновалов паттăрлăхĕ çинчен хумханса итлерĕç. Тăван çĕршывăн вăрçă хирĕнче çапăçнă паттăрсен стенчĕпе, вĕсем çинчен çырнă кĕнекесемпе Уськина Н.П. библиотекарь паллаштарчĕ. Вăл ачасене çывхарса килекен уявпа çыхăннă ыйтусем парса та кăсăклантарчĕ. Лешсем пĕр –пĕрне пÿлсех хуравларĕç.
Экскурси ачасене питĕ кăмăла кайрĕ, тавра-курăма чылай пуянлатрĕ.
Чăвашлăха упрас, ĕлĕкхи манăçа ан тухтăр тесе ырми-канми тăрăшать музей хуçи Федоров В.В. Тавах ăна!