Хаваслӑ стартсем

Элпуҫ шкулӗ уйăхлăх вăхăтĕче  тӗрлӗрен спорт ăмăртăвĕсемпе пуян. Вӗсен шутне 1-4 классем хушшинче  ирттернӗ «Хаваслӑ стартсене» те кӗртмелле.

Уроксем хыççăн ачасем спортзала пуçтарăнчĕç. Хаваслӑ ăмăртусем пуçланчĕç.

 Кашни командӑра тӑватшар арҫын ача тата  хӗрача пулнӑ. Малтанах ачасем ушкӑнсене ятсем панӑ, девизсемпе паллаштарнӑ. Ун хыҫҫӑн хӗрӱ тупӑшу пуҫланнӑ.

Еплерех кӑна ăмăртман пулӗ ҫамрӑк спортсменсем: «шурлăх» урлă урасене йӗпетмесĕр каçассипе те, ҫӑмхасене маларах кустарса ҫитерессипе те, скакалкăпа спортзалăн тепĕр вĕçне çитсе, ăна ҫӑмхапа улăштарса чупса килессипе те, харӑсах икшер пысӑк мечӗк йӑтса чупассипе те — тата ытти нумай хаваслӑ тупӑшусенче. Куракансем — шкул ачисемпе вӗрентекенсем — ӑмӑртакансене тупӑшу вӑхӑтӗнче алӑ ҫупса хавхалантарнӑ.

«Хаваслӑ стартсем» ăмăртура туслăх çĕнтерчĕ. Çамрӑк спортсменсене пылак призсемпе сăйланă.