Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен «Уçă урок» фестивалĕ

     Кăрлачăн 18-мĕшĕнче Тăвай районĕнчи чăваш чĕлхипе тата литературине вĕрентекенсемшĕн чăннипех те пысăк уяв иртрĕ. Çак кун пултаруллă вĕрентекенсем  Элпуçĕнчи вăтам шкулта пуçтарĕнчĕç.  «Учитель- мастер» тата  «Чи лайăх вĕренткен» номинацисенче тупăшса хăйсен ăсталăхĕсене кăтартрĕчĕç. Конкурса  тăратнă  уроксемпе («Шанчăк  пуррисем телейлĕ. Иван Лисаевăн «Чире парăнма çуралман» хайлавĕ тăрăх Николаева И.Н  , «Туслăх, тăнăçлăх, юрату ...  (Александр Артемьевăн «Ан авăн, шĕшкĕ»новелли тăрăх, Степанова Г. А., «Унер тĕсĕсем. Пирĕн тăрăхри Унер ăстисем»  Степанова Г. Ф, «Театр  тата литература» Шашкова С. Л.),  мастер- классем ( Васильева Г. П. «Çăкăртан асли çук“ А.Воробьевăн „Çăкăр“ сăвви тăрăх, Кириллова Э. Н.«Асамлă фразеологизмсем», Морякова Л. П., «Ятсăр троллейбус» калав мĕне вĕрентет?) пур  те   çÿллĕ шайра  иртрĕç.  Тĕплĕ канашланă хыççăн жюри  членĕсем чи  пултаруллисене палăртрĕç,çĕнтерÿçесен  ĕçтешсем ăлă çупса саламлаĕç .