Чăваш чĕлхи кунне тата И.Я.Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалланă савăнăçлă уяв иртрĕ

Чăваш чĕлхи кунне тата И.Я.Яковлев  çуралнăранпа 170 çул  çитнине халалланă савăнăçлă уяв иртрĕ Элпуçĕнчи вăтам шкулта. Ǎна пуçламăш класра вĕренекенсем  йĕркелерĕç. Тăван чĕлхе çинчен  сăвăсем вуларĕç вĕсем, илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç. «Асамат кĕперĕ» ташă ушкăнĕ вара чăваш ташшипе савăнтарчĕ. Уява килнисене чăваш чĕлхипе литературине  вĕрентекен П.А.Никифоров ăшшăн саламларĕ. Хамăрăн тăван чĕлхемĕре юратма, чăваш пулнишĕн мăнаçланма,  И.Яковлев халалĕсене асра тытма чĕнсе каларĕ.