ШКУЛ АЧИСЕМ "ЙЫВĂÇ ЛАРТ, ĂНА УПРА!" АКЦИЕ ХУТШĂНЧĔÇ

5-мĕш класра вĕренекенсем «Йывăç ларт, ăна упра!» акцие хутшăнчĕç. Çамрăк йывăçсене йăтса шкул çумĕнчи уя хаваспах тухрĕç. Чи малтанах иртнĕ çул  лартнă йывăçсене пăхса çаврăнчĕç. Ун хыççăн класс ертÿçи  ачасене йывăç лартас йĕркепе паллаштарчĕ, ачасем  панă ыйтусем çине хурав пачĕ.

     Йывăçсене мĕншĕн лартаççĕ-ши ? Мĕнпе усă кÿрет вăл пире? Йывăç çын пурнăçĕнче питĕ пысăк вырăн йышăнать. Кил-çурта çынсем йывăç пĕренесенчен купалаççĕ, сĕтел-пуканĕ те çавăнтанах. Эпир çыракан, вулакан тетрадь-кĕнексене те пĕтĕмпех йывăçран хатĕрлеççĕ. Чи кирли вара – вăл пире таса, уçă сывлăш парнелет, сывлăха çирĕплетет. Кайăксемпе чĕр чунсем валли те хÿтлĕх. Çуллахи шăрăхра çынсем йывăç сулхăнĕнче канаççĕ, вăрманта уçăлса çÿреççĕ. Апла пулсассăн кашни çыннăн йывăç лартмалла, ăна упрамалла! Йывăç пире усă панине асрах тытмалла!