Пирĕн шкулта краеведени музейĕ пур. Çак музей пире ĕлĕкхи пурнăçа манăçа хăвармасăр чĕлхе, литература, культура урокĕсене тата класс тулашĕнчи ĕçсене тивĕçлĕ шайра ирттерме май парать. Виççĕмĕш класра вĕренекенсем паян музейра пулчĕç. Музейра тĕрлĕ экспонатсем нумай пуçтарăннă. Ачасем çĕннине чылай пĕлчĕç. Вĕсем ĕлĕк çак тăрăхра усă курнă япаласене курса тĕлĕнчĕç: пир тĕртмелли станок, авалхи çи-пуç, тĕрĕллĕ ал-шăллисем тата ытти те. Савăнса та, тĕлĕнсе те, хавхаланса тухрĕç ачасем музейран.