Вĕрентекенĕмĕр халалне манар мар!

"... Таса чунпа çĕр-шыв тата тăван халăх умĕнче çакна калама пултаратăп: хам пурнăçăн чи вăйпитти вăхăтне халăха çутта кăларас ĕçе патăм, хам çамрăклăхри ĕмĕт- тĕллевсене çак енĕпе пурнăçа кĕртрĕм ". ( И.Я. Яковлев) И.Я.Яковлев халалĕ – ÿсекен ăрăва каланă пехил. Халалта чăвашсен пурнăçĕнче  6 пысăк ĕç тĕп вырăнта тăнине палăртнă. Кăçал  9 – мĕш класра вĕренекенсенчен чылайăшĕ тĕрлĕ колледжсене вĕренме каясшăн, пурнăç çулĕ тăрăх хăйсем тĕллĕн утма пуçлаççĕ. Çакна шута илсе чăваш чĕлхи эрнинче тăххăрмĕш класс ачисемпе  Яковлевăн  халалне пайăн- пайăн вуласа тишкертĕмĕр. Унта кашни сăмахра халăх шăпишĕн хыпса çунни. Иван Яковлевичăн ырми-канми ĕçленипе пухнă ăс- хакăл эткерне халь пĕтĕм тĕнче пĕлет. Вĕрентекенĕмĕр ятне çамрăк ăру сăваплăн асăнать, унăн пехилĕсене упрама, ăнланма тăрăшать. Иван Яковлевич Яковлевăн Чун  халалне халĕ чăвашла кăна мар, вырăсла, акăлчанла, нимĕçле тата французла вулама пулать.