Авалтан эпир юратнă
Пархатарлă Атăла,
Ун шывне нумай хумхатнă
Тăвалла - анаталла.
Пурăнах эс ĕмĕр сывă
Халăхсен кил-йышĕнче,
Савнă çĕр, Чăваш çĕр- шывĕ,
Аслă Атăл хĕрринче.
(П.П.Хусанкай)
Кашни халăхăн хăйĕн символĕсем пур: гимн, ялав тата герб. Тăван патшалăх символĕсене хисеплесси-кашни çын тивĕçĕ. Çавна май Элпуçенчи вăтам шкулти 5 класс вĕренекенĕсем чăваш чĕлхи эрнинче Чăваш Республикин патшалăх символĕсемпе тĕплĕн паллашрĕç. Чăваш Республикин ялавĕ, гербĕ мĕнле пайсенчен тăни ачасемшĕн питĕ кăсăклă пулчĕ. Вĕсен авторĕн - Э.М. Юрьевăн кун –çулне тишкерчĕç. Пирĕн Тăван çĕр- шывăн Патшалăх гимнĕ тесе " Тăван çĕр- шыв " юрра çирĕплетнĕ. Унăн авторĕсем - Герман Лебедев композитор тата ИллеТукташ поэт. Ачасем гимн сăмахĕсене пăхмасăр вĕренчĕç.
Хамăр пурăнакан çĕр- шыва эпир Тăван çĕр- шыв тетпĕр. Хамăр тăван çĕр-шыва эпир Чăваш Ен тетпĕр. 6-мĕш класс вĕренекенĕсем палăртнă темăпа викторина ыйтăвĕсем çине хуравларĕç. Çиччĕмĕш классем Иван Яковлевич Яковлев çырнă ǎса вĕрентекен калавĕсене хаваспах вуларĕç, тишкерчĕç, пĕтĕмлетÿсем турĕç.