Сăвă –калав çыракансен конкурсĕ

    «Асаттепе асанне – аслă аттепе анне» - çак ятпа вĕренекенсем хушшинче сăвă – калав çыракансен конкурсĕ пулчĕ. 

 

Ачасем хăйсен юратнă аслашшĕ – асламăшне, кукашшĕ-кукамăшне халалласа чĕререн тухакан ăшă сăмахсем шăрçаларĕç.

«Асаннеçĕм, асанне,

Эсĕ ман чи лайăххи!

Эсĕ манн чи юратни!

Эсĕ манăн чи! чи! чи!

                         К.Николаева

 

«Пирĕн  ватă асанне

Тухса ларнă сак çине.

Ăна ăшшăн ыталарăм,

Уявпа эп саламларăм.

                          М.Степанов.

 

 «Ман юратнă кукаçие Чернов Михаил Иванович теççĕ. Вăл 73-ре. Питĕ ĕçченскер хăй, нихăçан та ахаль  лармасть.  Темĕн те пĕр  асталать, выльăх-чĕрлĕх те пăхать. Мана питĕ юратать, кучченеçпе хăналать. Эп ун патне кунсерен кая-кая пулăшатăп. Нумай çулсем пурăнма ырлăх-сывлăхне сунатăп.

                                       К.Васильева