Кăçал Чăваш Патшалăх ял хуçалăх академийĕ пулас абитуриентсем хушшинче пултарулăх конкурсĕсем йĕркелерĕ. Вĕсенчен пĕри – сăвă çыракансен «Сар ыраш хушшинче» ятлăскер пулчĕ. 11-мĕш класра вĕренекен Катя Сербина тата Анжела Воронцова хутшăнчĕç унта. Палăртма кăмăллă: Анжелăн «Кĕрхи уйра» сăвви 1-мĕш вырăн йышăннă. Саламлатпăр!
Кĕрхи уйра
Укăлча хыçне тухатăп
Сулхăн, уçă, лăпкă ир.
Таврана пăхса сăнатăп:
Умăмра кĕрхи уй-хир.
Уйăн сăнĕ халĕ урăх:
Кĕр аки пусси хура,
Юнашар, ав, калча уйĕ
Ешерет хăйне кура.
Тĕксĕмленнĕ сарă хăмăл,
Тĕссĕр çулçă теплере…
Хурланмасть ман уншăн кăмăл,
Ылтăн тырă пÿлмере.
Уйăм-хирĕм питĕ ырă
Хăть çулла, хăть кĕркунне!
Вăл парнелĕ тулăх тырă
Тепĕр çул та çынсене.
А.Воронцова, 11 кл.