Шкулти чăваш чĕлхи кабинечĕ çĕнĕ таблицăсемпе пуянланчĕ

      Шкулти чăваш чĕлхи кабинечĕ çĕнĕ таблицăсемпе пуянланчĕ. 5-9 классенче ирттерекен уроксенче усă курма хатĕрленĕ вĕсене. Чăваш чĕлхин фонетикине, лексикине, морфологине, синтексисне вĕреннĕ май ачасене тарăнрах пĕлÿ пама, çĕнĕ темăна тĕплĕнрех уçса пама пулăшакан курăмлă вĕренÿ хатĕрĕсем пулĕç ку таблицăсем. Вĕсене паха хут çине пичетленĕ, тĕрлĕ тĕссемпе усă курнă.

           Шкул библиотекине чăвашла тухнă çĕнĕ кĕнекесем нумай килни те ачасен тата вĕрентекенсен кăмăлне çĕклерĕ. Кĕçĕн, вăтам аслă классенче вĕренекенсем валли   чăваш писателĕсен  чылай кĕнекисемпе пуянланчĕ шкул библиотеки.