Сывлăхлă пулар

     Районти шкулсенче вĕренекенсем сывлăх çинчен сăвăсем çырса ăмăртрĕç. Вăтам ÿсĕмри  ачасем хушшинче Элпуçĕнчи вăтам шкулта 7 класра вăренекен Яковлева Алла 3-мĕш  вырăн йышăнчĕ.

Сывлăхлă пулар

Сывлăхлă пулас тесен

Физзарядка тумалла

Ирех тăрса чупмалла,

Сив шывпа çăвăнмалла.

 

Сывлăхлă пулас тесен

Çулла шыва кĕмелле,

Хĕвелпе пиçĕхмелле,

Улма-çырла çимелле.

 

Сывлăхлă пулас тесен

Йĕлтĕрпе ярăнмалла,

Урамра вылямалла.

Вăрмана çул тытмалла.

 

Сывлăхлă пулас тесен

Шăлсене тасатмалла,

Алăсене çумалла,

Ÿт-пÿ таса пулмалла

 

Сывлăхлă пулас тесен

Спортпа туслă пулмалла,

Пурнăçа юратмалла,

Çынна ырă тумалла

 

                    Алла Яковлева