Чăваш чĕлхипе литература эрни иртрĕ

          Шкулта чăваш чĕлхипе литература  эрни иртрĕ. Çак  зрнере интереслĕ ĕçсен тĕп тĕллевĕпе, ачасене хамăр чăваш чĕлхин илемне, пуянлăхне туйма хăнăхтарасси. Чăваш чĕлхипе литература эрнинче  тĕрлĕ  хаваслă  вăйăсемпе  интереслĕ конкурссем чылай иртрĕç . Вĕренекенсем чăваш йăли –йĕркипе çывăхрах паллашса  нумай çĕннине пĕлме тăрăшрĕç.

         Пиллĕкмĕш класра вĕренекенсем И.Я.Яковлев калавĕпе паллашса инсценировкăсем хатĕрлерĕç. 6-7-мĕш классем «Юмах тĕнчинче» хăнара пулчĕç».  Уяв интереслĕ  ирттĕр тесе Чике старик нумай тăрăшрĕ. Вĕренекенсем хусканусем туса ваттисен самахĕсене пĕлчĕç. Юмах тĕнчинчен килнĕ геройсем ачасене тĕрлĕ ыйтусем пачĕç.

         9-мĕш класра вĕренекенсем çавра сĕтел хушшинче «Мĕн вăл чун тасалăхĕ» тавлашуллă калаçăва хутшăнчĕç.