Ан пултăр вăрçă Çĕр çинче

Районти çамрăк сăвăçсен патриотла сăввисен конкурсĕнче  7 –мĕш класра вĕренекен Яковлева Алла виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Жюри плтаруллă хĕрачана Дипломпа тата парнепе хавхалантарчĕ.  Конкурса Алла  «Ан пултăр вăрçă Çĕр çинче»  сăвăпа хутшăнчĕ.

       Ан пултăр вăрçă Çĕр çинче.

1.     Чун- чĕрепе хавхаланса

Кĕтетпĕр аслă  уява.

Çĕнтерĕве халалласа

Çыратăп эп те çак  сăвва.

 

2.     Манмастпăр эпĕр нихăçан

Таврăнайман паттăрсене.

Уявсенче кирек хăçан

Аса илетпĕр вĕсене.

 

3.     Шур палăксем патне тухсан

Вилнисене пуçа тайса

Эпир хуратпăр чечексем,

 Самант тăратпăр шăпланса.

 

4.     Асрах вĕсем, çав паттăрсем,

Вăрçăсенче пуç хунисем.

Пăшал тытса çапăçнисем,

Юн юхтарса куç хупнисем.

 

5.     Тăван  çĕр-шывшăн кар тăрса

Хăюллăн çапăçнă вĕсем.

Пирĕн телейшĕн юн тăкса

Çĕнтернĕ тăшмана вĕсем.

 

6.     Ан пултăр вăрçă Çĕр çинче.

Мир пултăр çакă тĕнчере.

Хĕвел çутаттăр тÿпере,

Йăл кулă çиçтĕр сăн – питре.