Чăваш чĕлхине чунтан хисеплекен ачасем çÿреççĕ «Укăлчаран – улăх таран» кружока.
Кружокăн чĕретлĕ сехетĕнче тăван кил – пирĕн хÿтлĕх пулни çинчен сăмах хускатрăмăр. Кашни ачах хăйĕн ашшĕ-амăшне аван пĕлет. Çакна çирĕплетсе «Манăн атте-анне анкета ирттертĕмĕр».
Кил-çурт, çемье çинчен нумай калаçрăмăр. Чи хаклă çыннăмăрсене хисеплесе сăвăсем çыртăмăр.
Çакă ачасемпе ашшĕ-амăше хушшинчи хутшăнусене çирĕплетме пулăшĕ.