Семинар пулчě.

Юпа уйăхěн 21-мěшěнче районти чăваш чěлхипе литературине вěрентекенсен методика семинарě пирěн шкулта иртрě. Чи пирваях шкула килнě хăнасем  çěнě шкулпа паллашрěç. Унтан П.А.Никифоров вěрентекен 7-мěш класра «Хальхи вăхăтри глаголсене тěрěс çырасси тата каласси» темăпа уçă урок ирттерчě.  В.М. Фёдорова П.Афанасьевăн «Çынна ырă ту» сăвви тăрăх 6-мěш класра урок ирттерчě.  

Унтан  уçă уроксене сÿтсе явни пулчě. Чăваш чěлхипе литературине вěрентекенсем хăйсене хумхантаракан ыйтусем çине  те хурав тупма тăрăшрěç. Хăнасем çěнě шкулпа та итленě уроксемпе те кăмăллă юлчěç.